Пушкӑртстан Республикинчи Талпасӑ ялӗнче нумаях пулмасть «ҫавра сӗтел» иртнӗ.
Елизавета Долгова «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.
Талпасӑри «ҫавра сӗтелте» «Канаш» ятпа чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл Пушкӑртстанри чӑваш хастарӗсене пӗрлештерӗ.
Чӑваш Енре йышӑннӑ «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ библиотекӑсене чӑвашла 4 786 экземпляр кӗнеке ҫитерсе парӗ.
Кӗнеке фончӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ ятлӑ 11 кӗнекепе пуянланӗ. Ҫав списокра, сӑмахран, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков = Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем», Юлия Николаеван «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекисем, Сергей Журавлевӑн «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии = Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочникӗ пур.
Республикӑра шкул ачисем валли «Янра, чӑваш чӗлхи» онлайн-проект старт илнӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ институчӗ йӗркелет.
Ятарлӑ уроксене Rutube-каналта курма пулать. Занятисене тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкул вӗрентекенӗ Оксана Ильина чӑваш чӗлхипе кӗҫӗн классене паллаштарать. Шупашкарти 40-мӗш шкулта вӗрентекен Александр Степанов (сӑмах май, вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ӑсталӑх класӗнче гран-при илнӗ) вӑтам классем валли урок хатӗрленӗ.
Хальлӗхе икӗ занятие ҫеҫ пӑхма пулать. Ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ уроксем те пулӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Алевтина Петрова-Пирогова.
Кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать: инсценировкӑсенчен, музыка вӑййисемпе нотӑсемлӗ юрӑсенчен. Кӗнекере Ҫӗнӗ ҫул, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне ирттермелли, ача пахчипе сывпуллашмалли сценарисем вырӑн тупнӑ. Чӑваш вӑййисенче автор хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнчи – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти – фольклорпа усӑ курнӑ.
Алевтина Петрова-Пирогова 1951 ҫулта Шуршӑлта ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче ӗҫленӗ. 1975 ҫулта тӑван ялне таврӑнса «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Мероприятисене чӑвашла ирттерессипе нумай ҫине тӑнӑ. Ача пахчинче 34 ҫул тимленӗ вӑхӑтра чӑвашла нумай сценари ҫырнӑ, вырӑсларан та чӑвашла куҫарнӑ.
Республика кунӗ умӗн пирӗн, тӑван чӗлхепе литературӑна юратакан чӑвашсемшӗн, паха кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Вӑхӑт тараси» кӑларӑма Марина Карягина поэтӑн 2010-2022 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ.
Кӗнеке аннотацийӗнче калашле, «поэт самана сулнӑкӗнчи этемӗн пурнӑҫри хура-шурне ҫынлӑхпа чыса, тивӗҫе тӗрӗслекен вӑхӑт тараси ҫине хурса виҫет тейӗн».
Кӗнекене тӗрлӗ формӑпа ҫырнӑ сӑвӑсем: тавтограмма, рубаи, икйӗркелӗх, терцет, сонет кӑшӑлӗ, панторим, палиндром, монопалиндром, амфистроф — хальхи чӑваш поэзине хӑйне евӗр курӑмпа пуянлатаҫҫӗ.
Кӗнекене Станислав Юхтар художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Кӑларӑм «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире пичетленсе тухнӑ.
Чӑвашла произведенисем хайлама республика хыснинчен укҫа ытларах уйӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗршывӑн культура министрӗн ҫумне Ольга Яриловӑна пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи тӳре-шара пирӗн республикӑра пулнӑ, унпа регион ертӳҫи тӗл пулса калаҫнӑ.
Олег Николаев пирӗн тӑрӑхра культура отрасльне укҫа-тенкӗ чылай хывнине хыпарланӑ. «Сӑмахран, чӑвашла произведенисем хайлама эпир грантсен виҫине икӗ хут ӳстертӗмӗр», — тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен тата «Пӗрлӗхре — вӑй» общество организацийӗсен ертӳҫисен регионсем хушшинчи форумӗ иртнӗ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Форума онлайн мелпе Пушкӑрт, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр тата Пенза облаҫӗсенчи чӑвашсем те хутшӑннӑ.
Мероприятире пулнӑ Татьяна Наумова журналист республикӑри МИХсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ертӳҫи чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫе улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тухса калаҫнӑ.
«Шкулта кӑна вӗрентни сахал, ывӑл-хӗрпе килте те тӑван чӗлхепе хутшӑнмалла», — тенӗ Олег Алексеевич.
Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Халӗ ун пек семинара Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем валли йӗркеленӗ.
Чӗмпӗр хулинчи 57-мӗш вӑтам шкула 50 ытла педагог пуҫтарӑннӑ. Вӗсен умӗнче тухса калаҫнисем чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Тутарстанри шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Пӑва районӗнчи Р.З. Сагдеев академик ячӗллӗ вӑтам шкула, сӑмахран, чӑваш чӗлхине вӗрентекен 130 ытла учитель пуҫтарӑннӑ.
Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская чӑваш чӗлхине, литература вулавне тата литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ программӑсем хатӗрлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тамара Артемьева доцент та тухса калаҫнӑ.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» клубӗн ҫуллахи уйлӑхне кӑҫал та йӗркелеме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна 12-мӗш ҫул ӗнтӗ пухаҫҫӗ. Уйлӑх Етӗрне районӗнчи «Сурские зори» кану базинче ӗҫлӗ.
Уйлӑхӑн пӗрремӗш лекторӗ пулса Сантӑр Савкилта (Александр Савельев) тухса калаҫӗ. Маттур чӑваш арӗ — уйлӑха йӗркелекенӗсенчен пӗри. Хальхи вӑхӑтра вӑл Раҫҫей наукисен академийӗнче уралпа алтай чӗлхисен пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшать, филологи наукисен кандидачӗ.
Сантӑр Савкилта чӑвашсен этносӗпе чӗлхе историйӗ ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |